Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Умсӑмах (МРФ ЧЧИ)

1. Чӑваш чӗлхинчи сасӑсем ҫинчен тӗп шухӑша хускатиччен Алтай чӗлхисем ҫинчен кӗскен те пулсан каласа парас терӗмӗр.
Алтай чӗлхисен ушкӑнне тата тепӗр ушкӑнпа — Урал чӗлхисен ушкӑнӗпе — пӗрлештереҫҫӗ. Вара ӑна Урал-Алтай чӗлхисен ушкӑнӗ теҫҫӗ.
Мӗншӗн-ха чӗлхеҫӗсем, историксем тата этнографсем чӗлхесен пӗрлӗхӗ ҫинчен вӗрентнӗ чух «Алтай» текен географи терминӗпе усӑ кураҫҫӗ? Алтай тесе Ази варринче сарӑлса выртакан сӑртлӑ вырӑна калаҫҫӗ. Алтайӑн ҫурҫӗр пайӗ — пирӗн ҫӗршыва, ытти пайӗ — Монгол халӑх республикине кӗрет.
Нумай чӗлхеҫӗ шутланӑ тӑрӑх, алтай чӗлхисен ушкӑнне тӗрӗк, монгол, тунгус-маньчжур чӗлхисен йышӗсем кӗреҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем ҫак виҫӗ чӗлхе йышӗнчи сӑмахсене, сасӑсене, грамматика формисене танлаштарса пӑхнӑ хыҫҫӑн вӗсен пӗрпеклӗхне тупнӑ. Ҫав пӗрпеклӗхсем ахальтен мар, вӗсем пӗр ама чӗлхерен пулса кайса ҫеҫ пулнӑ, тенӗ пӗрисем. Теприсем вара хирӗҫ тӑнӑ, ҫав виҫӗ йышри пӗрпеклӗхсем иртнӗ ӗмӗрсем хушшинче кӳршӗллӗ пурӑннӑ халӑхсен чӗлхе пару-илӗвӗсем анчах тенӗ. Ҫапах та ҫак виҫӗ чӗлхе ушкӑнӗнче лексика, грамматика, фонетика пӗрпеклӗхӗсем пуррине никам та хирӗҫ тӑман, тӑмасть те.
2. Пӗр-ик сӑмах авалхи тӗрӗк чӗлхи ҫинчен.
VII—XIII ӗмӗрсем хушшинче пурӑннӑ тӗрӗк ҫыннисем чул, йывӑҫ тата хут ҫине Орхонпа Енисей, уйгур, манихей, араб саспаллийӗсемпе ҫырнӑ палӑксем хӑварнӑ.
Чи малтанах Орхонпа Енисей палӑкӗсем ҫинчен калас пулать.
Пирӗн эрӑри V—VIII ӗмӗрсенче Орхонпа Енисей юхан шывӗсен тӑрри-юпписен хӗрринче тӗрӗк ӑрӑвӗсем пурӑннӑ. Вӗсен хӑйсен ҫырӑвӗ пулнӑ. Тӗрӗк ҫыннисем, хӑйсен ханӗсене (е каганӗсене), ҫар пуҫлӑхӗсене, паттӑрӗсене асӑнса, ҫыруллӑ чул юпасем лартса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне тимӗр-тӑмӑр, тӑм савӑт-сапа, вак-тӗвек япаласем ҫине ҫырнӑ паллӑсем те нумай.
Хальхи тӗрӗк чӗлхисене, ҫӑв шутрах чӑваш чӗлхине те, Орхонпа Енисей палӑкӗсем ҫинчи чӗлхепе танлаштарса пӑхсан, вӗсен тӑванлӑхӗ уҫҫӑн курӑнать, анчах та тӗрӗк чӗлхисем Орхонпа Енисей чӗлхисенчен хунав илнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайнӑ тени тӗрӗс пулман пулӗччӗ. Ун ҫннчен эпир малалла нумайрах чарӑнса тӑрӑпӑр.
Уйгур, манихей тата араб саспаллийӗсемпе ҫырнӑ документсӗм те авалхи тӗрӗк чӗлхин шайне кӑтартаҫҫӗ, анчах та нимӗнле саспалли те чӑн-чӑн сасӑпа тан мар. Унсӑр пуҫне тата VII—VIII ӗмӗрсем хушшинче тӗрӗк йӑхӗсем пӗр чӗлхепе кӑна мар, тӗрлӗ диалектсемпе те калаҫма пултарнӑ.
XIII ӗмӗр ҫурринче, монголсем Азипе Европӑна кисретме тытӑнсан, нумай тӗрӗк йӑхӗ пурӑннӑ вырӑнтан ҫӗнӗ ҫӗре тарнӑ, вара урӑх ӑрусемпе хутшӑнса кайнӑ. Ҫавна пула ҫӗнӗ ӳт илнӗ тӗрӗк чӗлхисем тӗвӗленсе кайнӑ (Вӑтам Азире, Кӗҫӗн Азире, Крымра, Атӑл ҫинче). Анчах, мӗн тесен те, VII—XIII ӗмӗрсен хушшинчи тӗрӗк чӗлхи консервативлӑ пулни курӑнать. Орхонпа Енисей ҫырӑвӗ хыҫҫӑн вунвиҫӗ ӗмӗре яхӑн вӑхӑт иртнӗ пулсан та, вӑл фонетика, морфологи, синтаксис енчен хальхи тӗрӗк чӗлхисене питӗ ҫывӑх.
3. Тӗрӗк чӗлхисен ӑшне-йӗрне ӑнланас тесен, монгол чӗлхисене те шута илмелле.
Хальхи монгол халӑхӗсем, тӗрлӗ монгол чӗлхипе калаҫаҫҫӗ пулсан та, пӗр тӑван йыша кӗреҫҫӗ. Аҫтрӑхан калмӑкӗ Байкалти бурята, Байкал бурячӗ Улан-Батор халхасне ӑнланма пултарать.
Монгол чӗлхипе ак мӗнле халӑхсем калаҫаҫҫӗ:
а) Монгол халӑх республикипе Китай халӑх республикинче — халха-монголсем, монголсем, ойратсем, дунсянсем;
ӑ) СССРта — бурятсем тата калмӑксем.
Калмӑксем XVII ӗмӗрте Каспи тинӗсӗ хӗррине куҫса килнӗ ойратсен ӑрӑвӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
Монгол чӗлхисен шутне IX—X ӗмӗрӗнчи кидансен ҫыру чӗлхипе монголсен ҫыру чӗлхи те кӗрет.
Чӑн малтанах монголсен ҫыру чӗлхи ҫинчен калас пулать.
Монголсем XIII ӗмӗрте ура ҫине тӑраҫҫӗ терӗмӗр. XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Чингисхан пӗрлештернӗ монголсен вӑйӗ тӗнчене кисретет. Пӗрлешнӗ монголсен пӗр чӗлхе пулнӑ теме май ҫук, вӗсем тӗрлӗ монгол диалекчӗсемпе калаҫнӑ, ҫапах та вӗсем пӗрне-пӗри питӗ ҫывӑх диалектсем пулнӑ. Монгол йӑхӗсем хушшинче кереитсемпе наймансем куль-турӑллӑрах пулнӑ. Вӗсем уйгурсемпе, китаецсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Монгол ҫыру чӗлхи кереитсемпе найман йӑхӗсем хушшинче Чингисханчченех тӗвӗленнӗ. Чингисхан XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче уйгур ҫырулӑхне йышӑннӑ, мӗншӗн
тесен уйгурсем ун чухне те, маларах та Азири чи культурӑллӑ халӑх пулнӑ.
Малалла эпир тӗрлӗ чӗлхесенчен илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсем хушшинче монголсен ҫыру чӗлхинчен илсе кӑтартнӑ сӑмахсене курӑпӑр. Вӗсене юриех асӑрхаса пӑхмалла, мӗншӗн тесен ҫыру чӗлхинчи сӑмахсем тӗрлӗ монгол сӑмахӗсенчен те ватӑрах. Халха, бурят, калмӑк тата ытти монгол чӗлхисенчи сӑмахсем фонетика енчен монгол ҫыру чӗлхинчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Ҫапла вара, монголсен ҫыру чӗлхинчен илнӗ тӗслӗхсем тӗрӗк чӗлхисенчи фонетика аталанӑвӗсемпе улшӑнӑвӗсене ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.
4. «Авалхи тӗрӗк словарӗ» (ДТС) пирки. Халиччен тӗпчевҫӗсем чӑваш сӑмахӗсенчи мӗнле те пулин сасӑн е морфемӑн тупсӑмне шыранӑ чух хальхи тӗрӗк чӗлхинчи сӑмахсем ҫине таянатчеҫ, анчах вӗсем хӑйсем те авалхи шайран нумай иртсе, нумай улшӑнма ӗлкӗрнӗ.
«Авалхи тӗрӗк словарӗнчи» сӑмахсем пурте пӗр хаклӑ мар, вӗсене те VII—VIII ӗмӗрсем хушшинче Орхонпа Енисей, уйгур, манихей, брахми, араб саспаллийӗсемпе ҫырнӑ палӑксенчен пуҫтарса илнӗ. Урӑхла каласан, ку словаре Ази варринчи Орхонпа Енисей тӗрӗкӗсемпе Хӗвелтухӑҫ Туркестанра ултӑ-ҫичӗ ӗмӗр хушши пурӑннӑ тӗрӗк йӑхӗсен сӑмахӗсем кӗнӗ. Сӑмахран, d (δ) сасӑллӑ формӑсемсӗр пуҫне (Орхонпа Енисей тӗрӗкӗсен чӗлхи) j сасӑллӑ («муcульманла») формӑсем те пур: adaqajaq «ура», qadïnqajïn «хурӑн» т. ыт. те. Анчах, мӗн тесен те, VII—VIII ӗмӗрсенчи тӗрӗк сӑмахӗсем пӗрне-пӗри питӗ ҫывӑх. Ҫавӑнпа та эпир чӑваш чӗлхинчи сасӑсен улшӑнӑвне йӗрленӗ чух пуринчен малтан асӑннӑ словарьпе усӑ куратпӑр.
5. Тунгус-маньчжур чӗлхисен тӗслӗхӗсене «Сравнительный словарь тунгусо-маньчжурских языков» {Ленинград, 1975 (I), 1977 (II) кӗнекерен илтемӗр.
6. Кунта эпир финн-угор чӗлхисене те шута илтӗмӗр, мӗншӗн тесен авалхи чӑваш чӗлхи Атӑлпа Пермь тӑрӑхӗнчи финн-угор чӗлхисемпе нумай ӗмӗр хушши ҫыхӑнса тӑнӑ.
7. Чӑваш чӗлхин историне тишкернӗ чух вырӑс чӗлхине те манмалла мар. Вырӑс чӗлхинчен чӑваш чӗлхине е чӑваш чӗлхинчен вырӑс чӗлхине кӗнӗ сӑмахсене сӑнаса та, чӑваш чӗлхин иртнӗ ӗмӗрӗсене ҫутатса пама пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Kurak тӳрлетнӗ, информацие 2010-03-19 01:11:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4913 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем